Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӳрӗ тата тӳрӗ мар пуплевлӗ предложенисенчи чарӑну паллисем (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

88§. Тӳрӗ пуплев автор самахӗсем умӗн тӑнӑ чухне турӗ пуплев хыҫҫӑн ыйту палли е кӑшкӑру палли, е запятой, ун хыҫҫӑн тире лартаҫҫӗ. Тӳрӗ пуплеве кавычкӑна хупаҫҫӗ, автор сӑмахӗсене пӗчӗкрен пуҫласа сыраҫҫӗ, тӗслӗхрен: «Ҫемен пичче!» — кӑшкӑрчӗ такам улӑхри йӑмрасем хушшинчен (А. Артемьев).

89§. Тӳрӗ пуплев автор сӑмахӗсем хыҫҫӑн тӑнӑ чухне автор сӑмахӗсем хыҫне икӗ точка лартаҫҫӗ, тӳрӗ пуплеве пысӑкран пуҫласа сыраҫҫӗ, ун вӗҫне ыйту палли, кӑшкӑру палли е точка лартаҫҫӗ. Тӳрӗ пуплеве кавычкӑна хупаҫҫӗ. Тӗслӗхрен: Карчӑк, тухса кайма тӑнӑскер, уҫӑ алӑк умӗнче чарӑнса тӑрса каларӗ: «Хӗр чухнехи тунсӑх вӑл ирхи шуҫӑм умӗнхи тӗтре пек ҫеҫ, хӗвел тухсанах сирӗлет» (А. Артемьев).
Кавычкӑна хупас вырӑнне тӳрӗ пуплеве ҫӗнӗ йӗркерен ҫырма юрать. Ун пек чух тӳрӗ пуплев умӗн тире лартаҫҫӗ, сӑмахран: Пысӑк Нина, яланхи пекех, пат татса каларӗ:
— Пӗлмесӗрех ан ырла, Левен: сар мӑйӑр та шӑтӑклӑ пулать теҫҫӗ
(А. Артемьев).

90§. Тӳрӗ пуплев автор сӑмахӗсем варринче чухне автор сӑмахӗсен пӗрремӗш пайӗ хыҫҫӑн икӗ точка лартаҫҫӗ, тӳрӗ пуплев хыҫҫӑн запятой е ыйту палли, е кӑшкӑру палли лартаҫҫӗ. Тӳрӗ пуплеве кавычкӑна хупаҫҫӗ. Автор сӑмахӗсен иккӗмӗш пайне пӗчӗкрен ҫыраҫҫӗ, хыҫҫӑн точка лартаҫҫӗ. Тӗслӗхрен: Ҫапла калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра такам: «Ӑҫта каятӑн?» — тесе кӑшкӑрчӗ мана уҫса хунӑ чӳрече витӗр
(В. Долгов).
Тӳрӗ пуплеве ҫӗнӗ йӗркерен ҫырма юрать, ун пек чух тӳрӗ пуплев умӗн те, хыҫҫӑн та тире ҫеҫ лартаҫҫӗ, кавычкӑна хупмаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Анне ман ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ:
— Вилнисем ҫинчен калаҫнӑ чух кулмаҫҫӗ, — терӗ
(Трубина М.).

91§. Тӳрӗ пуплев варринче автор сӑмахӗсем тӑнӑ чухне чарӑну паллисене ҫапла лартаҫҫӗ:
1. Автор самахӗсем хутсӑр е хутлӑ предложени пулакан тӳрӗ пуплеве татаҫҫӗ пулсан — тӳрӗ пуплевӗн пӗрремӗш пайӗ хыҫҫӑн запятойпа тире лартаҫҫӗ, автор сӑмахӗсене пӗчӗкрен ҫыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн запятойпа тире, тӳрӗ пуплевӗн иккӗмӗш пайӗ хыҫҫӑн вара тивӗҫлӗ чарӑну палли лартаҫҫӗ (точка, ыйту е кӑшкӑру палли). Тӳрӗ пуплеве кавычкӑна хупаҫҫӗ, тӗслӗхрен: «Акӑ мӗнпе пуйма пӳрнӗ иккен мана пӳлӗхҫӗ,— тенӗ Яриле старик, — малашне хурт-хӑмӑр та сурӑх ӗрчетме тытӑнатӑп» (Хв. Уяр).
2. Автор сӑмахӗсем тӳрӗ пуплеври уйрӑм предложенисем хушшинче тӑнӑ чухне автор самахӗсем хыҫҫӑн точкӑпа тире лартаҫҫӗ, тӳрӗ пуплевӗн иккӗмӗш пайне пысӑкран пуҫласа ҫыраҫҫӗ. Тӳрӗ пуплевӗн пӗрремӗш пайӗ хыҫҫӑн запятой е ыйту, е кӑшкӑру палли лартаҫҫӗ, иккӗмӗш пайӗ хыҫҫӑн — точка е ыйту, е кӑшкӑру палли. Тӳрӗ пуплеве кавычкӑна хупаҫҫӗ. Тӗслӗхрен: «Хӗллехи каникуличен килеймӗп ӗнтӗ, ан та кӗт, — терӗ Салампи амӑшӗпе сыв пуллашса. — Пасара пыракансенчен ҫӗр улми парса яр вара» (А. Артемьев).

92§. Диалогри кашни репликӑнах ҫӗнӗ йӗркерен ҫыраҫҫӗ, реплика умӗн тире лартаҫҫӗ. Репликӑсене ун пек чух кавычкӑна хупмаҫҫӗ, сӑмахран:
— Хӑш енчисем вара эсир?
— Чӑмпӑр кӗпӗрнисем.
— Ха, ентешсем иккен. Ну, ну, ларсах калаҫӑр-ха эппин,— хулӗнчен тытсах лартрӗ Владимир Ильич Хветӗре
(Илпек М.).
Диалога вӗҫе-вӗҫӗн те ҫырса кайма юрать. Ун пек чух тирисене те, кавычкисене те лартаҫҫӗ, сӑмахран: — «Ха, епле хивре юхтарать! Ҫав кайӑка шӑпчӑк теҫҫӗ, Ванюк». — «Хӑш кайӑка, асатте» — «Ҫак кайӑка тетӗп». — «Эп курмастӑп-ҫке». — «Кайӑкне ӑна курма хӗн. Вӑл чӑтлӑхра пурӑнать» (В. Алентей).

93§. Тӳрӗ мар пуплеве автор сӑмахӗсенчен чарӑну паллипе уйӑрмаҫҫӗ, сӑмахран: Ялта пӳрте эс килмелле тесе калаҫаҫҫӗ (Трубина М.).

Асӑрхаттарни: Ҫырура тӳрӗ пуплевлӗ тата тӳрӗ мар пуплевлӗ предложенисене тӗлли-паллисӗр хутӑштарса йӗркелеме юрамасть. Кашнин йӗркине ҫирӗп тытса пырас пулать.
Тӗслӗхрен:
Тӗрӗс мар:
Ак халь пыр та пӑх ун ҫине — никам та: ку ӗлӗкхи кӗтӳҫӗ, тесе калас ҫук (Н. Патман).
Тӗрӗс:
Ак халь пыр та пӑх ун ҫине — никам та: «Ку ӗлӗкхи кӗтӳҫӗ», — тесе калас ҫук» (Н. Патман).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:41:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 550 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем